Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци конгресӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтӗм чӑваш диктантне ирттернӗ. Ӑна кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Патӑрьел районӗ ку акцие хастар хутшӑннӑ темелле. Вӗсем чӑвашла мӗнле ҫырнине тӗрӗсленӗ. Районти вӗренӳ, социаллӑ аталану, хыпарлавпа тивӗҫтерӳ тата архив пайӗ районти вӗрентекенсемпе вӗренекенсене ҫак акцие хутшӑнма сӗннӗ.
Патӑрьел районӗнче паян пӗтӗм чӑваш диктантне 543 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литературине, акӑлчан чӗлхине вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, 8–11-мӗш классенече ӑс пухакансем пулнӑ. Вӗсем пурте Чӑваш наци радиовӗпе вуланӑ текста ҫырнӑ, унтан ӗҫсене сканерласа Шупашкара ярса панӑ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗре «Сударушка» алӗҫ кружокне ҫӳрекенсем чӑваш чӗлхи эрнине палӑртнӑ. Вӗсем хӑйсен пӗр занятине чӑваш классикне, поэтне Константин Иванова халалланӑ.
Куржока ҫӳрекенсем К.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Раиса Герасимова «Константин Иванов еткерлӗхӗ» темӑпа калаҫу ирттернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл вулавӑша пухӑннисене «Иванов Константин Васильевич. Пурнӑҫӗнчи тата пултарулӑхӗнчи тӗп датӑсем» тесе ҫырнине парнеленӗ.
Кӑҫалхи ҫулшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Иванова та хутшӑннӑ. Вӑл кружока ҫӳрекенсене Георги хӑйӑвне парнеленӗ, Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине уявламалли планпа паллаштарнӑ.
Ыран Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗ Чӑваш чӗлхи кунне уявлӗ. Унта ҫыхӑннӑ мероприятисем эрне пуҫламӑшӗнчех пуҫланнӑ ӗнтӗ, ытларах пайӗ паян иртӗ. Чӑваш Республики пирӗн тӑван чӗлхене хисеплеме, ӑна упрама тата аталантарма майсем туса памалла. Кун пирки «Чӗлхесем пирки» саккунра ҫырса хунӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ вара чӑваш халӑхӗн шанчӑкне ҫухатмасӑр ӗҫлеме тупа тунӑ. Ку вара Чӑваш Республикин Конституцине хӳтӗлессипе, саккунсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлӗп тенипе тан.
Шел те, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр ыйту тавра вара чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, культурине упрасси тата аталантарасси пирки шута илме пӑрахаҫҫӗ. Сӑмах кунта чӑваш чӗлхи пирки, вӑл патшалӑх чӗлхи пулнӑ май унпа пӗр тан усӑ курасси пирки. Эктор Алос-и-Фонт Шупашкарта тупса палӑртнӑ тӑрӑх нумай пулмасть хӑш-пӗр ҫуртсем ҫине ҫӗнӗ табличкӑсем ҫакнӑ. Кӑна вӑл «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче палӑртнӑ. Ленин проспекчӗн 47-мӗш, Мир проспекчӗн 82а, Мир проспекчӗн 78д ҫурчӗсем ҫине табличкӑсене вырӑсла кӑна ҫакнӑ. Вӗсем унччен пулман имӗш.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республикӑра чӑваш чӗлхин эрнелӗхӗ пуҫланнӑ. Ҫавна май район-хулара тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче те акцисем ирттерме палӑртнӑ.
Унта малтанах район шайӗнче «Районти чӑвашла диктант» акци ирттернӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Акци йӗркелӳҫисем ку чӑвашла ҫырас культурӑна аталантарма пулӑшассине те шаннӑ.
Апакассинчи шкулта чӑвашла диктанта 24 ҫын ҫырнӑ. Унта ашшӗ-амӑшне, ытти учрежденире ӗҫлекенсене те чӗннӗ. Шкул директорӗ Ганна Андреева та, Апакассинчи вулавӑш заведующийӗ Алевтина Иванова та, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Елена Павлова та ыттисемпе пӗрле диктант ҫырнӑ.
Диктант тексчӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Акци лайӑх шайра иртнине палӑртаҫҫӗ апакассисем.
Етӗрнери «Росинка» ача пахчинче чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн чӑваш поэзийӗн кунӗ иртнӗ. Ҫав кун вӑтам тата аслӑ ушкӑнсенчи ачасем музыка залне пухӑннӑ.
Мероприятие етӗрнесем «Пӗчӗк ҫеҫ путене» ят панӑ. Малтанах ача пахчине ҫӳрекенсем чӑваш классикӗн, поэчӗн Константин Ивановӑн пултарулӑхӗпе хӑтлав пӑхса паллашнӑ. Унтан вӗсем «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне фонограммӑпа итленӗ.
Кусем пӗтӗмпех пӗчӗк ачасене хавхалантарнӑ. Шӑпӑрлансем артист евӗрех сӑвӑсем вуланӑ. Уйрӑмах Ксюша Касеева, Артем Яковлев, Кристина Ядроавкина палӑрнӑ.
«Пӗчӗк ҫеҫ путене» конкурс ҫӗнтерӳҫисене пурне те грамотӑсемпе чысланӑ.
Акан 24-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртмелле. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫал текста Леонид Маяксем паллӑ чӑваш ҫыравҫи хайлавӗнчен илнӗ.
Диктант 13 сехетре пуҫланать. Унта хутшӑнас тесен ятарласа хатӗрленӗ вырӑна ҫитмелле, е диктант бланкне уҫласа илсе наци радиовӗпе итлесе е Чӑваш наци телекуравӗн сайтӗнче пӑхса компьютерпа ҫырма пулать. Бланка пичетлесе алӑпа ҫырма та юрать. Диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн бланка 10–15 минут хушшинче dictant2015@yandex.ru адреспа ярса памалла.
Диктант ҫырмалли ятарлӑ вырӑнсене И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультетӗнче (Президент бульварӗ, 19а ҫурт, 201 тата 400 аудиторисем), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче (М. Горький проспекчӗ, 5-мӗш ҫурт, пуху залӗ тата 215 аудитори) тата Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче (14, 17, 20 аудиторисем) хатӗрлӗҫ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Шупашкарти троллейбуссенче салам хучӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫак транспортра ҫак эрне хушшинче ҫакӑнса тӑрӗҫ — акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен.
Уйрӑммӑн каласа хӑварас пулать — салам хучӗ ҫине чӑваш сӑвӑҫисен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла пӗлекен кашни ҫын вӗсене троллейбусра вулама пултарать.
«Ирӗклӗх» — чӑваш чӗлхине аталантарас тата сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлӗхӗ. Вӗсем ҫак акцисем ирттернипе палӑрнӑ: «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарнипе, тӗрлӗ кӑтартмӑшсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтарнипе (т-х: «Кайиччен ҫутта сӳнтерӗр») тата ыт. те. Пӗрлӗх час-часах тӗрлӗ учрежденисене чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗнекен ҫырусем ҫырать.
Ака уйахӗн 24-мӗшӗнче, чӑваш ҫырулӑхӗн кунӗ умӗн, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ представительствинче Чӑваш культурипе информаци центрне уҫӗҫ.
Чӑваш культурипе информаци центрӗ хӑш енӗпе ӗҫлет-ха? Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сыхласси, аталантарасси, чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗсемпе ӗҫлесси.
Чӑваш культурипе информаци центрӗнче ҫынсем чӑваш чӗлхине, чӑваш юррипе ташшине вӗренме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта хаҫат-журналпа паллашма май пур. Вӗсен йышӗнче район кӑларӑмӗсем, Чӑваш Ен пирки тухнӑ кӗнекесем пур.
Центр Мускавра Мӑн Ордынка урамӗнчи 46-мӗш ҫуртра 18 сехетре уҫӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра ЧР Вӗренӳ институчӗн акт залӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ уҫӑлать. Унта чӑваш тата вырӑс шкулӗсенче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурсӑн тата «Шевле» ӳнер ӑсталӑхӗн конкурсне кӗртнӗ.
Фестивале районсенчи тапхӑрта мала тухнӑ ачасем хутшӑнӗҫ. «Ҫалтӑрчӑк» конкурса пӗтӗмпе пилӗк станципе ирттерӗҫ. Вӗсем:
1. «Чӗлхе — халӑх мулӗ» — чӑваш чӗлхи».
2. «Чӑваш халӑхӗн нумай ҫӑлтӑр, Ҫеҫпӗл, Иванов…»
3. «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ»
4. «Илемлӗх тӗнчи — чӑваш литератури» (чӑваш литературин классикӗсен тата юбилярсен хайлавӗсене илемлӗ вулани).
5. «Пирӗн пултарулӑх» — ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани тата ытти те.
Конкурса хутшӑнакан кашни ача кашни станци витӗр тухать. «Шевле — 2015» конкурсра ачасен литература хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх виҫӗ сехетре ӳкерчӗк хатӗрлемелле пулӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри палӑртать. Кун пирки халӑха информаци хатӗрӗсем урлӑ пӗлтерӗҫ.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн Муркашри уйрӑмӗ лару ирттернӗ. Унта ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев ҫамрӑксен политикин пайне ку таранччен ача пахчисенче миҫе мероприяти чӑвашла ирттернине тишкерме хушнӑ.
Ларура чӑваш чӗлхине аталантарас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, ларӑва та чӑвашлах ирттернӗ. Шел те, юлашки вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе килте вырӑсла калаҫма тӑрӑшни сисӗнет. Ку ларӑва хутшӑннисен чунне ыраттарнӑ.
Ростислав Тимофеев ача пахчисенче мероприятисене чӑвашла ирттерсен икӗ мулкача тытма май пуррине палӑртнӑ: ачасем хӑйсем те чӑвашла калаҫма вӗренеҫҫӗ тата ҫакна ашшӗ-амӑшне хӑнӑхтараҫҫӗ. Пуслӑх мероприятисене Константин Ивановпа ҫыхантармаллине те аса илтернӗ.
Зоя Юрьевна та ачасем вырӑсланса пынине палӑртнӑ. Районта 25 шкултан 24-шӗнче наци программипе вӗрентеҫҫӗ. Вӑл К.Иванов ҫулталӑкне халалласа ирттермелли мероприятисен планне ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.
Ростислав Тимофеев районти вулавӑшсенче чӑвашла кӗнекесем мӗн чухлӗ пулнипе кӑсӑкланнӑ. Пуҫлӑх кун валли район хыснинчен 100-150 пин тенкӗ тупассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |